+2 °С
Уҫҫӑнах
Пишпÿлек районӗнчи М.М.Шаймуратов ячĕллĕ Волонтер штабӗн активисчӗсем ятарлă ҫар операцине хутшӑнма мобилизациленӗ тата доброволецсен ҫемйисем патĕнче пулнă. Вӗсен мӗнле ыйтусем пулнине татса парас тӗлӗшпе, мӗн кирлине тата мӗнле пулӑшу кирлине пӗлнĕ. Вырӑнти предпринимательсем пулӑшнипе пилĕк ҫемьене апат-ҫимӗҫ пухӑвĕ панă. Аса илтеретпӗр, М.М.Шаймуратов ячĕллĕ Пишпÿлек районӗнчи Волонтер штабӗ Пишпÿлек, Советская урамӗ, 31 адреспа вырнаçнă, телефон: 8(34743)2-28-66, 2-25-81.
#Своихнебросаем
#Мывместе
#Времяпомогать
#ВолонтерскийштабимениШаймуратова
Сăнÿкерчĕкĕсем: Çамрăксен "Вектор" центрĕн социаллă сетьри страницинчен.