"Нумай пулмасть эпӗ хӗвеланӑҫӗнчи паллӑ инвесторсемпе тӗл пултӑм, вӗсене каламап, вӗсен проблемӑсем пулма пултараҫҫӗ. Тӗлпулу пынӑ май вӗсем Пушкӑртстанра хӑйсен проекчӗсене малалла аталантармалли плансем ҫинчен пӗлтернӗ тата пулӑшу ыйтнӑ", - тӳрӗ лини пынӑ май каланă республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров.
- Ҫавӑн пекех эпир Турципе Венгрирен инвесторсем килессе кӗтетпӗр, вӗсем "Алга" уйрӑм экономика зонине укҫа-тенкӗ хывма хатӗр. Пушкӑртстанпа пӗрле ӗҫлеме Узбекистан партнерĕсем кӑсӑкланаҫҫӗ. "Амкодор" завода белоруссем тӑваҫҫӗ.
Анчах та палӑртса хӑваратӑп: санкцисене пӑхмасӑрах пӗтӗм ҫӗршывран инвесторсем ҫаплах ӗҫлеҫҫӗ тата пирӗн экономикӑна укҫа-тенкӗ хывма хатӗр, - пӗлтернӗ Радий Хабиров.
"Башинформ" информацийĕпе.