Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
28 Октябрӗн 2022, 09:35

Опытлӑ выльӑх пӑхаканӑн пурте хӑй вырӑнӗнче

Хушăлкари Андрей Игнатьевӑн — "Переработка" ОООри выльӑх-чӗрлӗх пӑхаканӗн — 16 ҫултан пуҫласа ӗҫ кӗнекинче ӗҫе илни ҫинчен ҫырни кӑна.

Опытлӑ выльӑх пӑхаканӑн пурте хӑй вырӑнӗнче
Опытлӑ выльӑх пӑхаканӑн пурте хӑй вырӑнӗнче

Хушăлкари Андрей Игнатьевӑн — "Переработка" ОООри выльӑх-чӗрлӗх пӑхаканӗн 16 ҫултан пуҫласа ӗҫ кӗнекинче ӗҫе илни ҫинчен ҫырни кӑна. Калама ҫӑмӑл, анчах ҫав цифрӑсем хыçĕнче мӗнле нумай ӗҫ пытанса тӑрать! Куллен-кун, ҫулран ҫул канмалли кунсӑр, праҫник кунӗсӗр выльӑх-чӗрлӗхе апат ҫитермелле, шӑвармалла, вӗсен айӗнче тасатмалла — вӗҫӗ-хӗррисӗр процесс.

Паян Андрей Анатольевич 50 ҫулта, пӗтӗм пурнӑҫне ялта ӗҫлесе ирттернӗ. Выльӑх-чӗрлӗх пӑхаканӑн ӗҫ ялан нумай. Андрей Анатольевич калать: ял хуҫалӑхӗнчи ӗҫ ҫынран мӗн чухлӗ вӑй хума ыйтать, тет.

— Эпӗ — ял ҫынни, пурне те хӑнӑхнӑ ҫын. Кашнин хăй валли, чи малтан, чун выртакан ӗҫе суйламалла тесе шутлатӑп. Кун пек чухне уйрӑм йывӑрлӑхсем пулмаҫҫӗ, — тет Андрей Игнатьев кулкаласа.

Выльӑх-чӗрлӗх пӑхакан 50 сысна ҫури, 20 вӑкӑр, 60 ытла пӑру пӑхать. Ӗҫ нумай, кашни выльăха хӑйне майлӑ пӑхни кирлӗ. Выльӑх-чӗрлӗх пӑхаканăн фермӑра пурте хӑй вырӑнӗнче, пулӑшма — ятарласа тунӑ техника.

Андрей Игнатьев пӗчченех тӑватӑ ачапа пӗр мӑнукне пӑхса ӳстернӗ. Ывӑлӗ Станислав ҫак хуҫалӑхрах механизаторта ӗҫлет. Хӗрӗ педагога вӗренет, ыттисем — вӑтам шкулта.

Вăрах вăхăт тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн Андрей Анатольевича чемпионӑн лентипе, хисеп грамотисемпе те тав ҫырӑвӗсемпе пӗрре мар наградӑланӑ.

Карина ИВАНОВА.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Карина ИВАНОВА.

Опытлӑ выльӑх пӑхаканӑн пурте хӑй вырӑнӗнче
Опытлӑ выльӑх пӑхаканӑн пурте хӑй вырӑнӗнче
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: