Октябрӗн 25-мӗшӗнче Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта вӗренекенсен вӗри апат-ҫимӗҫне организациленине ашшӗ-амӑшӗ тӗрӗсленӗ май "Пушкӑртстанӑн ашшӗ-амӑшӗсем сывӑ апатланнӑшӑн!" уçă алăксен кунĕ иртнĕ. Ҫав кун ашшӗ-амӑшӗсем ачасен апат-ҫимӗҫне йӗркелемелли процеспа та паллашма пултарнӑ, ҫавӑн пекех столовӑя та санитарипе эпидемиологи хӑрушсӑрлӑхӗн мӗнпур мерисене пӑхӑннине пӑхса тухнӑ. Апат-ҫимӗҫе дегустациленӗ, ашшӗ-амӑшӗсем шкулти вӗри апат пахалӑхне лайӑх хакланӑ, апат-ҫимӗҫ пахалӑхне тата хӑрушсӑрлӑхне ҫирӗплетекен документсемпе паллашнӑ. Апатланассине йĕркелекенсене ыйтусем панă.
Ашшӗ-амӑш тӗрӗслевӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ашшӗ-амӑшӗ лайӑх хак панӑ, шкулта вӗри апат-ҫимӗҫ организациленине тӗрӗслемелли Чек-листсене тултарнӑ, анкета ыйтӑвӗсем ҫине хуравланă.
Вӗренекенсем валли "Тӗрӗс апатлану – сывлӑх никӗсӗ" сывлăх урокĕсем, "Манӑн юратнӑ апат-ҫимӗҫ" ӳкерчӗксен конкурсӗсем тата "Тӗрӗс апат ҫиесси çинчен калаҫу" программа шайӗнче "Тутлӑ та сывӑ апат-ҫимӗҫ çинчен" класс тулашӗнчи ытти мероприятисем ирттернӗ.
#РодителиБашкортостанаЗаЗдоровоеПитание
#ЗдоровоеПитание
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.