+28 °С
Пӗлӗтлӗ


#владимирпутин
Украинӑри хӗҫпӑшаллӑ вӑйсен ҫухатӑвӗсем ҫапӑҫусенче РФ Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен ҫухатӑвӗсенчен ҫичӗ-вунӑ хут нумайрах пулаҫҫӗ. Кун пирки кӗҫнерникун, октябрӗн 27-мӗшӗнче, Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Мускаври Пӗтӗм тӗнчери "Валдай" дискусси клубӗн пленум сессинче пӗлтернӗ.
Киев режимӗ Раççейпе "юлашки украинец юлмиччен" кӗрешнине палӑртнă Президент. Путин ҫынсене пачах шеллеменни ҫинчен асӑрхаттарнă.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, Киеври влаҫра тӑракан ҫынсем Украинӑн наци интересӗсене хӳтӗлемеҫҫӗ.
"Известия" хаçатăн социаллă сетьри страницинчен.
Сăнӳкерчӗкĕ: ТАСС/Станислав Красильников