Ноябрӗн 4-мӗшӗ Раççейри мӗнпур халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗ, Раççее хӑйне хӑҫан та пулин хӑратакан чи пысӑк хӑрушлӑхран хӑтармалли кун.
Ҫак паллӑ кун ячӗпе Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта вӗренекенсем патриотла ҫул-йӗрӗн тӗрлӗ мероприятийӗсене хастар хутшӑннă. 2-мĕш классенче "Пушкӑртстан - халӑхсен ҫемйи" калаҫупа презентаци ирттернĕ. Ачасен конкурс ӗҫӗсене пӑхса тухнӑ та ПР тата РФ патшалӑх символикисене тепӗр хут аса илнĕ. 3 "а" класра "Истори кустӑрми" презентаци пулнă, патшалӑх символикин пӗлтерӗшне, ПР тата РФ гимнӗсене пурнӑҫлани ҫинчен калаҫнӑ.
1-11 класс валли "Халӑхсен туслӑхӗ - Раççей пӗрлӗхӗ" фоточеллендж пӗлтернӗ, унӑн тӗп тӗллевӗ хӑвна, тӑванусене, ҫывӑх тусусене пӗрлӗхе сӑнлакан пултарулӑх фоточелленджӗ (сăнÿкерчĕк ушкӑнпа пулмалла) тăвасси. Ачасене хăйсен ҫемйин, тӑванĕсен тусĕсен пӗрлӗхне кӑтартма чӗнетпӗр.
#навигаторыдетства #Росдетцентр #РДШ #единство #деньединства_навигаторыдетства #НавигаторыДетстваРБ #деньнародногоединства #фоточеллендж
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.