+6 °С
Уҫҫӑнах
Хушăлка ялӗнчи "Илемпи" ача садӗнче кӗрхи уяв иртнӗ. Тулта тӗтреллӗ те сивӗ, хӗвел ӑшши ҫитмест, анчах та ушкӑнра ӑшӑ та ырӑ атмосфера тӑрать.
Ачасем патне хӑнана Кӗркунне ҫитнӗ. Уявра ачасем юрӑсем юрланӑ, ташӑ ташланă, хаваслӑ вӑйӑсем вылянӑ, кӗрхи тупмалли юмахсен тупсăмне тупнӑ, сӑвӑсем каласа панӑ. Чи ҫутӑ та асра юлакан вăхăт вара кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ самант – улма-ҫырла тултарнӑ карçынкка пулса тӑнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.