Октябрӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа 28-мӗшӗччен, ҫирӗплетнӗ график тӑрӑх, Пишпÿлекри нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансемпе никӗс мар сооруженисем шутланакан гаражсене вырнаҫтарас ыйтупа пухусем ирттернӗ. Пухура Пишпÿлек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Александрович Семенов тухса каланă. Пухура гараж тытакан мӗнпур граждансене вӑл 2022 ҫулхи февралӗн 8-мĕшĕнчи 36-мĕш номерлă Правительство Постановленийӗ тӑрӑх "Пушкӑртстанри вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем никӗс мар сооруженисем шутланакан гаражсене вырнаҫтармалли е пурӑнакан вырӑн ҫывӑхӗнче куҫармалли техникӑллӑ стоянкӑсене е инвалидсене куҫармалли ытти хатӗрсене вырнаҫтармалли схемӑна ҫирӗплетни" ҫинчен ӑнлантарса панă. Ку зонӑсем Пишпÿлек ял тӑрӑх пуҫлӑхӗн постановленийӗпе ҫирӗпленӗҫ, вара кашниех гараж тума 22 тӑв. метртан ытла мар ҫӗр лаптăкӗ уйӑрӗҫ. Кашнинпе Пушкӑртстан Республикин Пишпÿлек районӗн муниципалитет пурлӑхне тытса пырас енӗпе ӗҫлекен пай урлӑ аренда илессин договорне ҫирӗплетеҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял совечӗн администрацин социаллă сетьри страницинчен.