Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Общество
1 Ноябрӗн 2022, 20:47

Пушкӑртстан тӗп хулинче пӗрремӗш уҫӑ "Барьерсене хуҫса" форум-курав пулӗ

2022 ҫулхи ноябрӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа 10-мӗшӗччен Уфари "Торатау" конгресс-холта Пӗрремӗш "Барьерсене хуҫса" уҫӑ форум-курав пулӗ.

Пушкӑртстан тӗп хулинче пӗрремӗш уҫӑ "Барьерсене хуҫса" форум-курав пулӗ
Пушкӑртстан тӗп хулинче пӗрремӗш уҫӑ "Барьерсене хуҫса" форум-курав пулӗ

2022 ҫулхи ноябрӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа 10-мӗшӗччен Уфари "Торатау" конгресс-холта Пӗрремӗш "Барьерсене хуҫса" уҫӑ форум-курав пулӗ. Ку Пушкӑртстан Республикинче реабилитаци индустрийӗн чи пысӑк форумӗ пулса тӑрӗ.
Форумӑн тӗп мероприятийӗ "Сывлӑхсӑр ҫынсене реабилитацилесси. Ҫӗнӗ чӗнӳсемпе йышӑнусем" РФ Ĕҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви, республикӑн стратеги пуҫарӑвӗсен агентстви тата Республика правительстви хутшăннă пленум ларăвĕ пулӗ.
Форум шайӗнче 30 яхӑн дискусси площадкисем, ҫавра сӗтелсем, конференцисем тата воркшопсем иртӗҫ. Унта социаллӑ, медицина, психологи реабилитаци енӗпе ӗҫлекен специалистсем, реабилитаци центрӗсен ертӳҫисем, патшалăх органӗсен представителӗсем, ҫав шутра халӑха социаллӑ хӳтлӗх, вӗренӳ, сывлӑх сыхлавӗн, наукӑпа практика центрӗсемпе институтсен представителӗсем, сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавшак ҫынсем хутшӑнӗҫ.
Ҫавӑн пекех ноябрӗн 8-мӗшӗнче оперӑпа балет театрӗнче ача-пӑча пултарулӑхӗн "Барьерсене хуҫса" фестивалӗ, ноябрӗн 9-10-мӗшӗнче вара - "Ырӑ республика" коммерциллӗ мар организацисенчен сайра тӗл пулакан таварсемпе изделисен ырӑ кӑмӑллӑх ярмӑркки пулӗ. Ноябрӗн 10-мӗшӗнче событи шайӗнче социаллӑ предпринимательство форумӗ иртӗ.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.

 

Пушкӑртстан тӗп хулинче пӗрремӗш уҫӑ "Барьерсене хуҫса" форум-курав пулӗ
Пушкӑртстан тӗп хулинче пӗрремӗш уҫӑ "Барьерсене хуҫса" форум-курав пулӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: