Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
4 Ноябрӗн 2022, 14:10

Пӗрлехи логистика центрӗ тӑвасси ҫинчен

Тулашри ҫӑлкуҫсенчен информацие кирлӗ япаласене пухакан Центрне ярӗҫ.

Пӗрлехи логистика центрӗ тӑвасси ҫинчен
Пӗрлехи логистика центрӗ тӑвасси ҫинчен

Пӗрлехи логистика центрӗ Пушкӑртстан Республикинчен ҫар службине чӗнсе илнӗ граждансене кирлӗ таварсемпе туллин тивӗҫтерес енӗпе оперативлӑ ӗҫ йӗркелеме тăваççĕ.
Вӑл ку енӗпе пӗтӗм ӗҫе пĕр çĕре аккумуляцилет – кирлӗ япаласене пухнинчен пуҫласа тавар пухакан юлашки илекенсем таранах. Тулашри ҫӑлкуҫсенчен информацие кирлӗ япаласене пухакан Центрне ярӗҫ. Центр сотрудникӗсем ҫар комиссариачӗсемпе, ҫар чаҫӗсемпе, ПР Пуҫлӑхӗн советникӗсемпе, асӑннӑ тавар калӑпӑшĕ çавăн чухлĕ кирлипе кирлĕ маррине çирĕплетме Пушкăртстанран мобилизаципе кайнисемпе ҫыхӑнса илнӗ информацие тишкерӗҫ. Ҫар службине чӗнсе илнӗ граждансене тылра тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен таварсен пӗрлехи переченьне (туянма хатӗрлекен продукцисен переченьне) пӑхса тухнӑ тата вӗсене пӑхӑнса тӑракансем республикӑри власть органӗсене асӑннӑ продукци тăратакансене шыраса тупма тата палӑртма, договорсене (контрактсене) туса хатӗрлеме яраҫҫӗ. Продукцие складсене илсе ҫитерсен, пахалӑхӗпе тата шучӗпе таварсене йышӑнсан пухассипе фасовка ĕçне пурнӑҫланӗҫ. Организациленӗ наборсене палӑртнӑ вӑхӑтра ҫар чаҫӗсене, батальонсене тата çар слаживани вырӑнӗсене яраҫҫӗ.

МИХ социаллă сетьри страницинчен.

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

Пӗрлехи логистика центрӗ тӑвасси ҫинчен
Пӗрлехи логистика центрӗ тӑвасси ҫинчен
Пӗрлехи логистика центрӗ тӑвасси ҫинчен
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: