Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
4 Ноябрӗн 2022, 09:15

Пишпÿлек çĕрĕн нумай нациллӗ туслă ҫемйинче тăнăçлăха упрар

Пирӗн пӗрлехи задача паян — мăн асаттесем халалласа хӑварнӑ хаклӑ еткере сыхласа хӑварасси тата аталантарасси, пирӗн Тӑван çӗршыва тата тачӑрах пӗрлештересси.

Пишпÿлек çĕрĕн нумай нациллӗ туслă ҫемйинче тăнăçлăха упрар
Пишпÿлек çĕрĕн нумай нациллӗ туслă ҫемйинче тăнăçлăха упрар

Пишпÿлек районӗ нумай нациллӗ. Вӑл тӗрлӗ халӑхсем пӗр ҫемье пек туслӑ пурӑннине кӑтартса парать. Районти пур пӗлтерӗшлӗ мероприятие те кашни халӑх социаллӑ пурнӑҫпа экономика, обществӑпа политика тата культура пурнӑҫне хастар хутшӑнать, нумай сферӑра тĕрлĕ наци çыннисем ҫума-ҫумӑн вӑй хураҫҫӗ, пирӗн район аталанӑвне тата Республика аталанӑвне пысӑк тӳпе хываҫҫӗ.
Пирӗн районта 20475 ҫын - 20 ытла национальноҫ представителӗсем пурӑнаҫҫӗ. Пушкӑртсем (22%), тутарсем (26,1%), чӑвашсем (35,3%), вырӑссем (11,8%), мордва (3,6%), украинецсем (0,3 процент), марисем (0,1 процент), белоруссем (0,1%), ытти национальноҫ ҫыннисем (0,6%) ырӑ килӗшӳпе пурӑнаҫҫӗ.
Пирӗн пӗрлехи задача паян — мăн асаттесем халалласа хӑварнӑ хаклӑ еткере сыхласа хӑварасси тата аталантарасси, пирӗн Тӑван çӗршыва тата тачӑрах пӗрлештересси. Пӗрлӗхре - обществӑлла, нацилле чӑн-чӑн ҫитӗнӳсем тума пулать. Пирӗн ачасем мӗнле ҫӗршывра пурӑнасси, вӗсем пӗр-пӗрне мӗн чухлӗ ӑнланасси, Раççее аталантарма тата тӑван Пишпÿлек ҫӗрне мӗн чухлӗ вӑй-халпа хăват парасси пиртен килет.
Карина ИВАНОВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: Карина ИВАНОВА.

 

Пишпÿлек çĕрĕн нумай нациллӗ туслă ҫемйинче тăнăçлăха упрар
Пишпÿлек çĕрĕн нумай нациллӗ туслă ҫемйинче тăнăçлăха упрар
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: