Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
4 Ноябрӗн 2022, 14:34

Пултарулӑх мастерскойӗнче "Анне валли парне" хатĕрленĕ

Тӗнчере чи çывăх та чи юратнӑ ҫынсем валли парне хатӗрлени савӑнӑҫ кӳнӗ.

Пултарулӑх мастерскойӗнче "Анне валли парне" хатĕрленĕ
Пултарулӑх мастерскойӗнче "Анне валли парне" хатĕрленĕ

Кӗрхи каникул вӑхӑтӗнче Азнайри библиотекӑра "Анне валли парне" чечек ҫыххи хатӗрлекен пултарулӑх мастерскойӗ йӗркеленӗ. Мероприятие ирттермелли сӑлтав ҫитес Анне кунӗ уяв пулнă. Ӑна кашни ҫул ноябрӗн юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ачасем ӗҫ валли тӗрлӗ тӗссем, формӑсем, материалсем касса ҫыпӑҫтарнӑ, ҫыпӑҫтарнӑ ҫеҫ мар, чи хаклӑ, тӑван тата юратнӑ анне ҫинчен калаҫнӑ. Тӗнчере чи çывăх та чи юратнӑ ҫынсем валли парне хатӗрлени савӑнӑҫ кӳнӗ. Ачасене тӗнчере чи хаклӑ ҫын валли ҫакӑн пек парне тума кӑмӑллӑ пулнӑ, вӗсем хӑйсен пӗтӗм ачашлӑхне, ӑшшине, юратӑвне ӗҫе кӗртнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Азнайри библиотекӑн социаллă сетьри страницинчен.

Пултарулӑх мастерскойӗнче "Анне валли парне" хатĕрленĕ
Пултарулӑх мастерскойӗнче "Анне валли парне" хатĕрленĕ
Пултарулӑх мастерскойӗнче "Анне валли парне" хатĕрленĕ
Пултарулӑх мастерскойӗнче "Анне валли парне" хатĕрленĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: