Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
9 Ноябрӗн 2022, 21:09

"Барьерсене хуҫса" форумра меллӗ хутлӑх ыйтӑвӗсене сӳтсе явнă

Тĕплĕнрех - сайтра.

"Барьерсене хуҫса" форумра меллӗ хутлӑх ыйтӑвӗсене сӳтсе явнă
"Барьерсене хуҫса" форумра меллӗ хутлӑх ыйтӑвӗсене сӳтсе явнă


Пысӑк форум-выставка шайӗнче "Юрӑхлӑ хутлӑх. Хальхи майсемпе право аспекчӗсем" семинар иртнӗ. Уфари "Торатау" конгресс-холлри "Барьерсене хуҫса" форумра майлӑ хутлӑх ыйтӑвӗсене сӳтсе явнă. Спикерсем, Раҫҫейри инвалидсен спорт союзӗн президенчӗ Флюр Нурлыгаянов, инвалидсен пӗтӗм Раҫҫейри обществин эксперчӗ Максим Кожухов тата Екатерина Фаевцева, ҫамрӑк ачасемпе ҫамрӑксен хушшинче инвалидсен "Перспектива" общество организацийӗн инвалид çынсенче лидер пахалӑхӗсене аталантарас енӗпе ӗҫлекен пай ертӳҫи тухса калаҫнӑ.
Чи кӑсӑкли Раҫҫей хулисенче инвалидсем валли урамсемпе транспортра сасӑ хатӗрӗсем аталантарасси ҫинчен доклад пулнă. Проект Раҫҫейӗн 36 регионӗнче пурнӑҫланать.
Палӑртса хӑварар, хуласенчи юрӑхлӑ хутлӑх начар пурнӑҫлас енĕпе семинарта критика нумай янӑранă. Тӗрӗссипе каласан, инвалидсем чылай япалапа халичченхи пекех усӑ курмаççĕ. Транспорт енчен илес пулсан, ыйту уйрӑмах ҫивӗч тӑрать.
"МГ" информацийĕпе.

"Барьерсене хуҫса" форумра меллӗ хутлӑх ыйтӑвӗсене сӳтсе явнă
"Барьерсене хуҫса" форумра меллӗ хутлӑх ыйтӑвӗсене сӳтсе явнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: