Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
9 Ноябрӗн 2022, 20:34

Хӗллехи тăвайккисем: ҫӗнӗ требованисем

2022 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа хĕллехи тăвайккисем тĕлĕшпе ҫӗнӗ требованисем тӑратнă.

Хӗллехи тăвайккисем: ҫӗнӗ требованисем
Хӗллехи тăвайккисем: ҫӗнӗ требованисем

Ноябрӗн 8-мӗшӗнче Пушкӑртстанри Пишпÿлек район администрацийӗнче ПР Патшалăх техника надзорĕн инспекторӗпе Рустем Кабушевпа ӗҫлĕ тӗлпулу ирттернӗ. Тӗлпулӑвӑн тӗп теми Çӗнӗ ҫул иртермелли мероприятисене хатӗрленме пуҫласси, пӑр тăвайккисене вырнаҫтарас ыйтӑва сӳтсе явнă.
2022 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа хĕллехи тăвайккисем тĕлĕшпе ҫӗнӗ требованисем тӑратнă. Вӗсен паспорт пулмалла, техникӑна пӑхса тухмалла. Ку обществӑлла территорисенче вырнаҫнӑ 80 сантиметртан та ҫӳллӗрех хӗллехи тăвайккисене тивет. Хула ҫыннисене паспортсӑр тата техника тӗрӗслевӗсӗр территорисенче 80 сантиметр таран хӗллехи тăвайккисене вырнаҫтарма чарнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек ял совечӗн администрацин социаллă сетьри страницинчен.

Хӗллехи тăвайккисем: ҫӗнӗ требованисем
Хӗллехи тăвайккисем: ҫӗнӗ требованисем
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: