Çутă çул
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
9 Ноябрӗн 2022, 20:47

Пишпÿлекре призывниксен уявĕ иртнĕ

Ачасене чыслӑн та тивӗҫлӗн служит тума сунса, Артур Зарипов вӗсене асӑнмалӑх сувенирсем панă.

Пишпÿлекре призывниксен уявĕ иртнĕ
Пишпÿлекре призывниксен уявĕ иртнĕ

Пишпÿлек районӗнче Раҫҫейӗн Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен ретне яш-кӗрӗме ӑсатакансене халалласа призывниксен уявĕ иртнĕ. Мероприяти яланхи йӑлапа Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен паркӗнче пуҫланнӑ, унта пулас салтаксем тӗрлӗ ҫулсенче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ ентешсен асӑну плитисем ҫумне чечексем хунӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн мероприяти Пишпÿлекри 3-мӗш вăтам шкула куҫнă, унта унӑн чаплӑ пайӗ пулнă. Призывниксене сывлӑх сунса район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов, районти ҫар комиссарӗ Салават Абдуллин тата ветеран организацийӗсен представителӗсем саламланă. Ачасене чыслӑн та тивӗҫлӗн служит тума сунса, Артур Зарипов вӗсене асӑнмалӑх сувенирсем панă.
Аса илтеретпӗр, Раҫҫейре призыв кампанийӗ декабрӗн 31-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

Пишпÿлекре призывниксен уявĕ иртнĕ
Пишпÿлекре призывниксен уявĕ иртнĕ
Пишпÿлекре призывниксен уявĕ иртнĕ
Пишпÿлекре призывниксен уявĕ иртнĕ
Пишпÿлекре призывниксен уявĕ иртнĕ
Пишпÿлекре призывниксен уявĕ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: