+24 °С
Ҫумӑр


#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин юнкун, ноябрӗн 9-мӗшӗнче, СССР халӑх артисткине Александра Пахмутована ҫуралнӑ кун ячӗпе саламланă. Кун пирки юнкун Кремль пресс-служби пӗлтерет.
Раççей лидерӗ артисткӑна талантлӑ, илӗртӳллӗ тата ҫынсемпе ҫыхӑну тытма уҫӑмлӑ ҫын тенĕ.
"Тапхӑрсемпе ӑрусем улшӑнаҫҫӗ, анчах сирӗн музыка яланах вӑхӑтпа янӑравлӑ пулӗ, ҫынсен чӗрисенче чи ырӑ та ҫутӑ туйӑмсене вӑратӗ", - тенӗ саламлӑ телеграммӑра.
Ноябрӗн 9-мӗшӗнче артистка 93 ҫул тултарчӗ.
"Известия" хаçатăн социаллă сетьри страницинчен.
Сăнӳкерчӗкĕ: ИЗВЕСТИЯ/Павел Бедняков.