Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
10 Ноябрӗн 2022, 20:17

Гидрореабилитацинчен çÿллĕ спорт ҫитӗнĕвĕсем патне

Тĕплĕнрех - сайтра.

Гидрореабилитацинчен çÿллĕ спорт ҫитӗнĕвĕсем патне
Гидрореабилитацинчен çÿллĕ спорт ҫитӗнĕвĕсем патне

"Торатау" Конгресс-холлра "Гидрореабилитацинчен çÿллĕ спорт ҫитӗнĕвĕсем патне" темӑпа ҫавра сӗтел пулса иртнӗ. Мероприяти тӗп хулара ноябрӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа 10-мӗшĕччен иртекен "Барьерсене хуҫса" форум-курав шайӗнче иртнӗ.
"Ку мероприяти Пушкӑртстан Республикинче иртекен реабилитаци индустрийӗнчи чи пысӑк мероприятисенчен пӗри. Аса илтеретӗп, кӑҫал Пушкӑртстанри Уфари Римма Баталова ячӗллӗ Спорт хатӗрлевӗн центрӗпе никӗсленсе республикӑри адаптивлӑ спорт центрне йӗркелӗпӗр. Ҫулталӑк вӗҫлениччен ӑна "Нефтяник" спорт комплексне бассейнпа хута ярĕç", - палӑртнă Эльза Карамурзина.
Ҫавра сӗтеле хутшӑнакансем Пушкӑртстан Республикинче "Ятарлӑ Олимпиада" программӑпа хӗллехи адаптивлӑ спорт тӗсӗсене аталантарассине, ҫавӑн пекех гидрореабилитаци тухӑҫлӑхӗпе малашлӑхне сӳтсе явнă.
МИХ социаллă сетьри страницинчен

Гидрореабилитацинчен çÿллĕ спорт ҫитӗнĕвĕсем патне
Гидрореабилитацинчен çÿллĕ спорт ҫитӗнĕвĕсем патне
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: