Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
10 Ноябрӗн 2022, 20:53

"Пирӗн вӑхӑтри герой" общество премине памалли церемоние Казахстанра пурӑнакан ҫын килӗ

2022 ҫулхи ноябрӗн 11-мӗшӗнче Уфара Пушкӑрт патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри "Пирӗн вӑхӑтри герой" общество премийӗн наградисене парас церемони иртӗ.

"Пирӗн вӑхӑтри герой" общество премине памалли церемоние Казахстанра пурӑнакан ҫын килӗ
"Пирӗн вӑхӑтри герой" общество премине памалли церемоние Казахстанра пурӑнакан ҫын килӗ

Пушкӑртстанӑн тӗп хулине СМИ представителӗсемпе пирӗн вӑхӑтри чӑн-чӑн геройсем Раҫҫейри тӗрлӗ хуласенчен "Пирӗн вӑхӑтри герой" ХІ Пӗтӗм Раҫҫейри телевидени премине хутшӑнма пухӑнӗҫ. Кӑҫал номинантсен хушшинче ҫавӑн пекех Беларуҫпа Казахстан республикисенче пурӑнакансем те пур.
"Вся Уфа" телеканал ӗҫченӗсем ачана ҫӑлнӑ Сабит Шонтакбаев тунӑ ӗҫ патӗнчен иртме пултарайманнине палăртаççĕ. Ҫамрӑк ҫын ӗҫе кайнӑ чух картишӗнче ҫынсем кӗпӗрленсе тӑнине, пÿртĕн 8-мӗш хутри чӳрече ҫинче макӑракан ача ҫакӑнса тӑнине асӑрханӑ. Сабит подъезда чупса кӗнӗ те ҫиччӗмӗш хута кӳршӗсем патне хӑпарнă. Чӳрече ҫине хӑпарса, вӑл, хӑйӗн пурнӑҫне шеллемесӗр, хӗрача патнелле туртӑннă та ӑна ярса тытнă. Ҫак видео Раççейӑн, СНГ тата ют ҫӗршывсен социаллӑ сечӗсене вӗҫсе ҫаврӑннӑ.
"Пирӗн вӑхӑтри герой" премие вӗҫсе килнӗшӗн эпӗ питӗ хавас", - тенĕ хӑйӗн видео калаçăвĕнче Казахстанра пурӑнакан Сабит Шонтакбаев.
2022 ҫулхи ноябрӗн 11-мӗшӗнче Уфара Пушкӑрт патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри "Пирӗн вӑхӑтри герой" общество премийӗн наградисене парас церемони иртӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.

 

 

"Пирӗн вӑхӑтри герой" общество премине памалли церемоние Казахстанра пурӑнакан ҫын килӗ
"Пирӗн вӑхӑтри герой" общество премине памалли церемоние Казахстанра пурӑнакан ҫын килӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: