

2022 ҫулхи ноябрӗн 3-мӗшӗнче Федераци Советӗнче IX ачасемпе ҫамрӑксене экстремаллӑ вырӑнсенче хӑюлӑх кӑтартнӑ тата ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ ачасене чысламалли чаплӑ церемони иртнӗ.
Пушкӑртстанри Кугарчă районӗнчи Мраково ялĕнчи Арслан Шафикова "Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн" медаль панӑ.
Хӑйне хӑй Арслан герой тесе шутламасть. Сӑпайлӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑюллӑ. Вӗренессе вӑл ытти ачасем пекех вӗренет – тӗрлӗрен пулать, анчах тӑрӑшать.
Арслан Шафиковпа пӗрле Федераци Советӗнче 16 регионтан тата 18 ачана наградӑланӑ. Наградӑсем пама 54 регионтан 150 ытла ачана тӑратнӑ. Ҫамрӑк геройсене хӑйсем пурӑнакан регионсенче чыслӗҫ.
"Башинформ" информацийĕпе.