Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
11 Ноябрӗн 2022, 15:28

Путин МВД приоритечӗсене каланă

#владимирпутин

Путин МВД приоритечӗсене каланăПутин МВД приоритечӗсене каланă
Путин МВД приоритечӗсене каланă


#владимирпутин
Экстремизмпа миграци саккунӗсене пӑснипе тата киберпреступление хирĕç кӗрешни - Раҫҫей МВД тӗп ҫул-йӗрӗсен шутӗнче, - пӗлтернӗ Владимир Путин Президент.
Ноябрӗн 10-мӗшӗнче Раҫҫейре Шалти ӗҫсен органӗсен сотрудникӗн кунне палӑртаҫҫӗ. Патшалӑх Пуҫлӑхӗ хӑйӗн чӗнӗвӗнче ведомство ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламланă тата вӗсен ӗҫӗн тӗп тӗллевӗсене палӑртнă.
Вӑл пӗтӗм ҫӗршывӗпе кӑҫал йывӑр тата уйрӑмах йывӑр преступленисен шучӗ чакнине, ҫавӑн пекех организациленӗ преступленипе наркотикпа суту-илӗвне хирӗҫ кĕрешес тӗлӗшпе ҫитӗнӳсем пуррине, ДТП тата ҫула ҫитменнисем уголовлӑ йӗркесене пӑсни сахалланнине палӑртнă.
"Сирӗнтен пусмӑрӑн, пуçтахлăх тата коррупцин профилактикине кирек мӗнле пулӑмсене те хыттăн чарса лартас тӗллевпе малашне те тимлӗн ӗҫлессе кӗтетӗп", - тенӗ Президент.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.

 

Путин МВД приоритечӗсене каланă
Путин МВД приоритечӗсене каланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас