Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
13 Ноябрӗн 2022, 14:20

Пишпÿлекре "Управдом" пухӑвӗ иртнĕ

Пухӑва Пишпÿлек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Александрович Семенов ертсе пынӑ.

Пишпÿлекре "Управдом" пухӑвӗ иртнĕ
Пишпÿлекре "Управдом" пухӑвӗ иртнĕ

2022 ҫулхи ноябрӗн 10-мӗшӗнче Пишпÿлекри культура Керменӗнче "Управдом" нумай хваттерлӗ пурӑнмалли çуртсен аслисен пухăвĕ иртнӗ. Пухӑва Пишпÿлек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Александрович Семенов ертсе пынӑ. Ҫавӑн пекех ку мероприятие Пишпÿлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ЖКХ тата строительство тĕлĕшĕпе ĕçлекен ҫумӗ Алексей Иванович Никитин, "Тепловик" МУП директорӗ Максим Рашидович Асадуллин хутшӑннӑ. Кун йӗркинче çуртсен пĕрлехлĕ пурлӑхне тытса тӑмалли ыйтӑва - пӳрт тӑррине юртан тасатасси, килкарти территорине хӗллехи вӑхӑтра тасатасси, вентиляци каналӗсемпе тӗтӗм тухмалли каналсене мӗнле вырнаҫтарасси ҫинчен ыйтусене сӳтсе явнă.
Сӳтсе явнӑ йышӑнӑвĕсемпе нумай хваттерлĕ çуртсен аслисем "Тепловик" МУПпа договор тумалли ҫинчен тата кашни хваттертен пулӑшу ӗҫӗсен факчӗ тӑрӑх квитанципе тӳлеме йышӑннӑ. Нумай хваттерлӗ ҫуртсен килкартинчи территорийӗсенче тирпей пуласса тата пурте хӑтлӑ пуласса шанатпӑр.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек ял совечӗн социаллă сетьри страницинчен.

 

Пишпÿлекре "Управдом" пухӑвӗ иртнĕ
Пишпÿлекре "Управдом" пухӑвӗ иртнĕ
Пишпÿлекре "Управдом" пухӑвӗ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: