Пушар пулсан, ҫынсем тӗтӗмпе вилеҫҫӗ. Кунта пушар извещателӗ пулӑшма килет, вӑл пӳлӗмре тӗтӗм мӑкӑрланни ҫинчен хыттӑн пӗлтерет.
Датчик ӗҫлерӗ пулсан:
халех 01 е 112 телефонпа шӑнкӑравласа пушар сӳнтерекенсене чӗнтермелле. 112 номерпе телефонта сим-карта ҫук чухне те чӗнме пулать;
электроприборсемпе газа пурне те сӳнтерĕр;
пӳртри чӳречесене, алӑксене тачӑ хупăр;
ҫунакан ҫуртран хӑвӑрт тухăр, пӗчӗк ачасене алла илĕр. Ватӑ ҫынсене тухма пулăшăр, кӳршӗсене систерĕр.
Пушкӑртстанри ЧС патшалӑх комитечӗ, инкек-синкеклӗ лару-тӑрӑва пула, республикӑра пурӑнакансене пушар извещателӗсем хӑйсем пурӑнакан вырӑна вырнаҫтарма, ҫавӑн пекех хӑйсен пурлӑхне пушарсенчен сыхлама чӗнсе калать.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.