Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
17 Ноябрӗн 2022, 20:40

Пишпÿлекре гостиница уçнă

Вăл ăçта вырнаçни пирки сайтра вулăр.

Пишпÿлекре гостиница уçнă
Пишпÿлекре гостиница уçнă

Вăл ăçта вырнаçни пирки сайтра вулăр.
- Пишпÿлек районӗпе туристсем ытларах та ытларах кӑсӑкланни куç кĕрет. Пирӗн пата килекен хӑнасем ҫулсеренех йышланса пыраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та эпир ҫул хӗрринчи сервиса аталантарассине уйрӑмах тимлӗн пӑхатпӑр. Ку енӗпе лайӑх улшӑнусем пулса иртни савӑнтарать. Ҫапла, паян "Предприниматель сехечӗ" шайӗнче райцентрта нумай пулмасть уçăлнă гостиницӑпа паллашрӑм. Ӑна темиҫе ҫул хушши хӑйӗн ӗҫне активлӑн аталантаракан Рониф Лутфрахманов уҫнӑ. Унччен вӑл автомастерскойне, автозапчасть лавккине, общепит заведенине уҫнӑ – пурте пӗр вырӑнта, пурте Пишпÿлек витӗр иртекен транзитлӑ ҫулсенчен пӗринче. Халӗ кунтах пысӑках мар, анчах питӗ хӑтлӑ гостиница уçăлнă. Хӑтлӑ номерсенче пур майсене те, ҫав шутра пӗчӗк ачаллӑ ҫемьесем валли те, пӑхса хӑварнӑ. Пирӗн район хӑнисем ҫакна хӑйсемех ӗненессе шанатӑп. Ҫавӑнпа та, май килнипе усӑ курса, пурне те пирӗн тӗлӗнмелле илемлӗ ҫӗршыва килсе курма чӗнетӗп! - çырать район администраци пуçлăхĕ Артур Зарипов хăйĕн телеграм-каналĕнче.
Сăнӳкерчӗкĕсем: Артур Зариповăн "ВКонтакте" страницинчен.

 

Пишпÿлекре гостиница уçнă
Пишпÿлекре гостиница уçнă
Пишпÿлекре гостиница уçнă
Пишпÿлекре гостиница уçнă
Пишпÿлекре гостиница уçнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: