Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
18 Ноябрӗн 2022, 15:17

Путин Раҫҫей граждан авиацийӗ 100 ҫул тултарнӑранпа медаль çирĕплетнӗ

#владимирпутин

Путин Раҫҫей граждан авиацийӗ 100 ҫул тултарнӑранпа медаль çирĕплетнӗПутин Раҫҫей граждан авиацийӗ 100 ҫул тултарнӑранпа медаль çирĕплетнӗ
Путин Раҫҫей граждан авиацийӗ 100 ҫул тултарнӑранпа медаль çирĕплетнӗ

#владимирпутин
Раҫҫей граждан авиацийӗ ҫӗр ҫул тултарнине 2023 ҫулхи февралӗн 9-мӗшӗнче паллӑ тӑвӗҫ. Ҫав кун рабочисемпе хресченсен Сывлӑш флочӗн тӗп управленийӗ ҫумӗнче граждан авиацийӗпе Совет тӑвас постановлени пичетленсе тухнӑ, вӑл совет авиацийӗн официаллă дати шутланать.
РФ Президенчӗ "Раҫҫей граждан авиацине 100 ҫул" юбилей медальне йӗркелеме палӑртнӑ. Тивӗҫлӗ Указ ноябрӗн 17-мӗшӗнче пичетленсе тухнӑ.
Медалӗн малти енче МС-21 пассажирсем лартса ҫӳрекен самолета ӳкернӗ.
Отрасль ӗҫченӗсене, патшалӑх тата муниципалитет служащийӗсене, власть тата хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫченӗсене, граждан авиацине аталантарма тӳпе хывнӑ ытти ҫынсене медальпе наградӑлӗҫ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Путин Раҫҫей граждан авиацийӗ 100 ҫул тултарнӑранпа медаль çирĕплетнӗ
Путин Раҫҫей граждан авиацийӗ 100 ҫул тултарнӑранпа медаль çирĕплетнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас