Пăслăк ял совечӗ иртнӗ ҫулсенчи пекех, фотофиксаципе усӑ курса иртекен ҫынсен малтанхи пухӑвӗсене пуҫланӑ. Ҫапла, малтанхи пуху ноябрӗн 4-мӗшӗнче Пăслăкри культура ҫуртӗнче иртнӗ. Пухура ял халăхĕ ППМИ-2023 проекта хутшӑнас ыйтӑва татса панӑ, чи приоритетлӑ проектсем сӗннӗ. Чи пӗлтерӗшлӗ проектсен шутне халӑх Воин - Ирӗке кӑларакан палӑкне тирпей-илем кӗртессине (куҫарассине) кӗртнӗ.
Пирӗн асаттесен Аслă Отечественнăй вăрçăри паттӑрлӑхне асра тытмалла вӗт. Мӗн тери хакпа ҫӗнтернĕ вӗсем, малашне ун пек тӑвас мар тесе!
Проект пирки татӑклӑ йышӑнӑва 2023 ҫулхи ноябрь-декабрь уйӑхӗсенче пӗтӗмлетӳ пухӑвӗнче йышӑнӗҫ.
#ППМИ2023#Базлыкскийсельсовет#БазлыкскийСМФК
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пăслăкри культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.