Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
21 Ноябрӗн 2022, 20:16

Пушкӑртстанра туризма аталантарма пилӗк территори палӑртнӑ

Пушкӑртстан Республики ҫак проекта пурнӑҫлас енӗпе пилотлӑ регионсен шутне кӗнӗ," - каласа панă ПР Росреестр управленийӗн ертӳҫи Петр Клец.

Пушкӑртстанра туризма аталантарма пилӗк территори палӑртнӑ
Пушкӑртстанра туризма аталантарма пилӗк территори палӑртнӑ

Пушкӑртстанра "Туризм валли çӗр" проект шайӗнче инфратытӑма вырнаҫтармалли объектсене тата ҫӗр ресурсӗсене тупса палӑртас енӗпе ӗҫлекен ӗҫ ушкӑнӗн пӗрремӗш ларӑвӗ пынӑ май туристла ӗҫ-хӗле хутшӑнтармалли переченьне кӗртес тӗллевпе малтанхи пилĕк ҫӗр лаптӑкне палăртнă. Вӗсенчен виçĕ ҫӗр лаптӑкӗ Нугуш водохранилищи ҫывӑхӗнче, Мелеуз районӗн территорийӗнче вырнаҫнӑ, икĕ ҫӗр лаптӑкӗ Гафури районӗн территорийӗнче, Красноусольскри минерал ҫӑлкуҫӗсем тата "Усолка", "Дальний тюлькас" текен геологи ҫурӑкӗсем ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ.
- "Туризм валли çӗр" проектӑн тӗллевӗ - туристсене пырса ҫӳреме кӑсӑклӑрах объектсене палӑртасси, вӗсенчен ҫывӑхрах туризм инфратытӑмне вырнаҫтарма участоксемпе территорисене тупса палӑртасси. Пушкӑртстан Республики ҫак проекта пурнӑҫлас енӗпе пилотлӑ регионсен шутне кӗнӗ," - каласа панă ПР Росреестр управленийӗн ертӳҫи Петр Клец.
Пушкӑртстанра "Туризм валли çӗр" проекта пурнӑҫлани ҫӗнӗ инвесторсене отрасле явӑҫтарма хӑтлӑрах майсем йӗркелеме, ҫӗнӗ территорисене алла илме тата лайӑхлатма май парать, ҫавна май регион ҫыннисен пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме май парать.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.

Пушкӑртстанра туризма аталантарма пилӗк территори палӑртнӑ
Пушкӑртстанра туризма аталантарма пилӗк территори палӑртнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: