Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
22 Ноябрӗн 2022, 21:02

Вӑрмана ҫӑлма: Пушкӑртстанра "Чӑрӑш-2022" операци пуҫланнӑ

Акци 2022 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.

Вӑрмана ҫӑлма: Пушкӑртстанра "Чӑрӑш-2022" операци пуҫланнӑ
Вӑрмана ҫӑлма: Пушкӑртстанра "Чӑрӑш-2022" операци пуҫланнӑ

Ноябрӗн 21-мӗшӗнче Пушкӑртстанра "Чӑрӑш-2022" лӑсӑллӑ ҫамрӑк йывăçсене саккунсӑр касассинчен сыхлас ӗҫ пуҫланнă. Акци 2022 ҫулхи декабрӗн 31-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.
ПР Вăрман хуçалăхĕн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак вӑхӑтра чӑрӑш хунавӗсене саккунсӑр хатӗрлемелли вырӑнсемпе вӑрмансене талӑкӗпех патруль тума палӑртнӑ.
"Ҫӗнӗ ҫулхи чӑрӑшсене законсӑр каснӑшӑн административлӑ тата уголовлӑ яваплӑх тыттарассине палӑртнӑ. Граждансемшӗн штраф виҫи виçĕ пин тенкӗрен пуҫласа 40 пин тенкӗ таран, должноҫри ҫынсем валли 20 пин тенкӗрен пуҫласа 40 пин тенкӗ таран, юридика сăпачĕсемшӗн - 200 пин тенкĕрен пуçласа 300 пин тенкӗ таран. Штрафсемсӗр пуҫне вӑрман фондне сиен кӳнине тавăрмалла ", — ӑнлантарнӑ ПР вӑрман хуҫалӑхӗн министрӗн çумĕ Юнир Садыков.
Чӑрӑш вуллисене саккунсӑр хатӗрлесси ҫинчен пĕлтерме Регионти Вăрман хуҫалӑх министерствин диспетчер службине шăнкăравлама пулать: 8(347) 218-14-14.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР Вăрман хуҫалӑх министерстви.

 

Вӑрмана ҫӑлма: Пушкӑртстанра "Чӑрӑш-2022" операци пуҫланнӑ
Вӑрмана ҫӑлма: Пушкӑртстанра "Чӑрӑш-2022" операци пуҫланнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: