Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
23 Ноябрӗн 2022, 07:20

Пушкӑртстанра полици вунă килограмм наркотик упранă арҫынна шырать

Туймазă районӗнче вунă килограма яхӑн наркотик усранин факт тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ хускатнӑ.

Пушкӑртстанра полици вунă килограмм наркотик упранă арҫынна шыратьПушкӑртстанра полици вунă килограмм наркотик упранă арҫынна шырать
Пушкӑртстанра полици вунă килограмм наркотик упранă арҫынна шырать

Туймазă районӗнче вунă килограма яхӑн наркотик усранин факт тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ хускатнӑ. Малтан пӗлтернӗ тӑрӑх, Кандры ялӗнче пурӑнакан çын марихуана хӑй участокӗнче ҫитӗнтернӗ, хаҫат хутаҫҫисене чăрканă.
"Арҫын хӑйӗн участокӗнче чылай вӑхӑт хушши марихуана ҫитӗнтернӗ, пухнӑ. Ун патне полицейскисем пырсан вунă килограма яхӑн усăланма юраман япала хатӗрĕсем пулнă. Пухнӑ "тухăçа" вӑл хаҫатран тунӑ хут пакетсем ăшне уйăрса хунă. Наркотик тытăнса тăракан ӳсентӑрансене хӑй валли кăна ӳстернӗ тесе ҫирӗплетет ял ҫынни. Ҫавӑн пекех унӑн участокӗпе юнашар территорисенче полицейскисем 50 яхӑн марихуана тӗмне тупнӑ. ПР МВД пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ÿстерме чарнӑ ӳсентӑрансемпе хатӗрлевсене пурне те туртса илнĕ".
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕсем: ПР МВД.

 

Пушкӑртстанра полици вунă килограмм наркотик упранă арҫынна шырать
Пушкӑртстанра полици вунă килограмм наркотик упранă арҫынна шырать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас