

#владимирпутин
Раҫҫей тата Куба президенчӗсем Владимир Путинпа Мигель Диас-Канель Бермудес Куба революционерĕн Фидель Кастрон Мускавра Сокол районӗнчи пӗр площадĕнче палӑк уҫнӑ. Чаплӑ церемони ытларикун, ноябрӗн 22-мӗшӗнче пулнă.
Монумент тӑвас пуҫару РФ Çар министерствин ертӳҫи шутланать. Шухăша Раҫҫейри ҫарпа истори обществи ырланă. Хупӑ пултарулӑх конкурсӗнче 11 ӗҫ палӑртнӑ. Алексей Чебаненко скульпторӑн тата Андрей Белый архитекторӑн палӑкӗ ҫӗнтернӗ.
Куба президенчӗ ноябрӗн 19-мӗшӗнче официаллӑ визитпа Мускава килнĕ. Кастро палӑкне уҫнисӗр пуҫне Куба лидерӗн ĕç программинче — Путинпа калаҫусем, сӑмахран, ҫӗршывсем хушшинчи стратегилле ӗҫтешлӗхӗн малашлӑхне сӳтсе явасси.
"Известия" хаçатăн социаллă сетьри страницинчен.
Сăнӳкерчӗкĕ: Известия/ Кристина Кормилицына.