Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
24 Ноябрӗн 2022, 22:13

Радий Хабиров Пушкӑртстанра 114 национальноҫ ҫынни мӗнле пурӑнни ҫинчен каласа панă

Раççей - нумай нациллӗ ҫӗршыв пулсан, Пушкӑрт çӗршывӗ- нумай нациллӗ регион.

Радий Хабиров Пушкӑртстанра 114 национальноҫ ҫынни мӗнле пурӑнни ҫинчен каласа панă
Радий Хабиров Пушкӑртстанра 114 национальноҫ ҫынни мӗнле пурӑнни ҫинчен каласа панă

Пушкӑртра тӗлӗнмелле наци культури йӗркеленнӗ, ӑна эпир питӗ хаклатпӑр, мӑнаҫланатпӑр, - тенӗ "ОТР" телеканалăн эфирĕнче республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров. Федераци каналӗнче Пушкӑртстан Республикин кунӗ пулнă, вещание пирӗн региона халалланă.
Ертсе пыракан Пушкăртстанра тӗрлӗ национальноҫ ҫыннисем мӗнле пурӑнни ҫинчен ыйтсан Радий Хабиров ҫапла каланă:
"Раççей - нумай нациллӗ ҫӗршыв пулсан, Пушкӑрт çӗршывӗ, урӑхла каласан, нумай нациллӗ регион. Ҫапла пулса тухрӗ: пирӗн халӑхӑн 36 проценчӗ-вырӑссем, 29,5 проценчӗ - пушкӑртсем, 25,4 проценчӗ - тутарсем, 2,7 проценчӗ - чӑвашсем, 2,6 проценчӗ - марисем, 1 проценчӗ - украинецсем, 0,5 проценчӗ - удмуртсемпе мордва. Национальноҫсем Дагестанра ҫеҫ пирĕннинчен нумайрах - унта 38 этнос ушкӑнĕ шутланать.
Ҫитменнине тата пирӗн икӗ тӗп тӗн - православипе ислам. Ушкăнсем пурте питӗ вӑйлӑ ҫыхӑнса тӑнӑ. Пирӗн нацисем хушшинче мӑшӑрланусем питӗ нумай. Туй йӑлисем те хутӑшса кайнă ĕнтĕ. Ҫаксене пурне те хӑйне евӗрлӗ субкультура туса хунӑ, ӑна эпир питӗ хаклатпӑр, унпа мухтанатпӑр.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

 

Радий Хабиров Пушкӑртстанра 114 национальноҫ ҫынни мӗнле пурӑнни ҫинчен каласа панă
Радий Хабиров Пушкӑртстанра 114 национальноҫ ҫынни мӗнле пурӑнни ҫинчен каласа панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: