Паян эрнекунхи районти организацисемпе предприятисен ертӳҫисен черетлӗ канашлӑвӗ пулнă. Ларӑва район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов ертсе пынă. Канашлӑвӑн тӗп теми пулас Çӗнӗ ҫул уявӗсене хатӗрленме пуҫласси. Организациллӗ ыйтусене, ҫуртсемпе общество уҫлӑхӗсене илемлетессине, уяв мероприятийӗсене ирттерессине сӳтсе явнă. Кунсӑр пуҫне Артур Зарипов пурне те Çӗнӗ ҫул кунӗсенче фейерверксемпе салютсемпе усӑ курма тăхтаса тăма, перекетленӗ укҫана СВОна хутшӑнакан пулӑшу фондне яма чӗнсе каланă.
Ҫавӑн пекех канашлура нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлтан ӗҫленӗшӗн хисеп грамотисемпе тав ҫырӑвӗсене тивӗҫнӗ ертӳҫӗсемпе организацисен ӗҫченӗсене наградӑланӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.