Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
28 Ноябрӗн 2022, 21:31

Радий Хабиров туристсем хӗлле те Архангельск районне мӗншӗн килсе курмалли ҫинчен каласа панă

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров соцсетьре Архангельск районӗнчи Абзаново ялӗ патӗнче уҫӑлнӑ глэмпинг ҫинчен каласа панă.

Пушкӑртри Абзановски чи илемлӗ те паллӑ шывсиккипе юнашар пулни ҫулсеренех кунта нумай туристсене илӗртет. Халӗ вӗсем кунта хӗлле те килӗҫ - глэмпинга беседкӑсем-вӗллесем, мунча-пичкесем, ача площадкисем, автостоянкӑсем тунă.
Глэмпинга вырӑнти предприниматель Рафаэль Гизатуллин тунӑ. Пӗлтӗр Архангельск районӗнчи "Предприниматель сехетӗнче " вӑл ҫак проекта сӗннӗ. Ун хутне кӗнĕ, документсене йӗркелеме пулӑшнă, ҫӗр участокӗпе ыйтусене татса пама пулӑшнă, тӑкаксене саплаштарма субсиди илме май пурри ҫинчен ăнлантарнă.
"Бизнес-шерифсем вырӑнсенче малалла ӗҫленӗшӗн, пуҫлӑхсемпе пӗрле вӗсем предпринимательсене вӗсен проекчӗсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшнӑшӑн эпӗ савӑнатӑп", - ҫырнă Радий Хабиров.
"МГ" информацийĕпе.

Радий Хабиров туристсем хӗлле те Архангельск районне мӗншӗн килсе курмалли ҫинчен каласа панă
Радий Хабиров туристсем хӗлле те Архангельск районне мӗншӗн килсе курмалли ҫинчен каласа панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: