Пушкӑртстан Ĕç министерстви ноябрӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа декабрӗн 2-мӗшӗччен Инвалидсен пӗтӗм тӗнчери кунӗ тӗлне халалланӑ республика акцине ирттерет.
Ведомствӑра ӗҫ паракансене инвалидсене ӗҫе илме хавхалантарма, инвалидсене стажировка иртме, ҫавӑн пекех вӗсен ӗҫ вырӑнӗсене нумайлатма республикӑра укҫа-тенкӗ уйӑрнине аса илтерчӗҫ. Инвалидсене стажировкăламалли мероприятисен программине пилӗк ҫул хушшинче 600 ҫын хутшӑннӑ. Инвалидсем валли 110 ӗҫ вырӑнне майлаштарма палӑртнӑ 125 ӗҫ паракана кӑҫал 9,5 млн тенкӗ субсиди панӑ.
"Акцин тӗп тӗллевӗ - ҫивӗч проблемӑсене тупса палӑртасси тата сывлӑх кăлтăкĕсемлĕ ҫынсене тӗрлӗ енлӗ пулӑшу парасси, вӗсем валли ӗҫпе тивӗҫтерекен служба ирттерекен мероприятисем ҫинчен пӗлтересси, - паллă тунă ПР ҫемьепе ӗҫ министрӗ Ленара Иванова.
Маларах "Башинформ" пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра кӑҫалхи октябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне ӗҫлеме пултаракан 93,3 пин инвалидран 20,3 пин ҫын е 21,81 процент çеç ӗҫленӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Уфари халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрӑн пресс-служби.