Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
29 Ноябрӗн 2022, 20:05

Уфари ГИБДД спецопераци старчӗ ҫинчен пӗлтернӗ

Мероприятисем декабрӗн 2-мӗшӗччен тӑсӑлӗҫ.

Уфари ГИБДД спецопераци старчӗ ҫинчен пӗлтернӗ
Уфари ГИБДД спецопераци старчӗ ҫинчен пӗлтернӗ

Ноябрӗн 28-мӗшӗнче Уфа территорийӗнче такси водителӗсене пысӑк тӗрӗслев пуҫарнӑ. Столицӑри патшалӑх инспекцийӗн даннӑйӗсем тӑрӑх, ҫул-йӗр лару-тӑрӑвне ҫирӗплетме тата халӑх транспорт пулӑшӑвӗсем панӑ чухне хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтермелли мерӑсем йышӑннӑ.
"Тӗрӗслев ҫӑмӑл таксипе пассажирсемпе багаж турттарас ӗҫе пурнӑҫланӑ чухне ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене пӑхӑнтарма тӗллев лартнӑ. Мероприяти ирттернӗ тапхӑрта ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене, водитель удостоверенийӗ пуррине, пассажирсемпе багаж турттарас, ӗҫпе кану режимне тытса пырас, ҫавӑн пекех транспортăн техника шайне, ӗҫе пурнӑҫлама ирӗк панине уйрӑмах тимлӗн тĕрĕслĕç", - пӗлтернӗ ведомствӑра.
Мероприятисем декабрӗн 2-мӗшӗччен тӑсӑлӗҫ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Уфа ГИБДД.

Уфари ГИБДД спецопераци старчӗ ҫинчен пӗлтернӗ
Уфари ГИБДД спецопераци старчӗ ҫинчен пӗлтернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: