Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
30 Ноябрӗн 2022, 15:39

Хушăлкари вăтам шкулта "Вулакан ҫемье" мероприяти ирттернӗ

"Килти ĕç" пултарулӑх конкурсӗ никама та сӳрӗк хӑварман.

Хушăлкари вăтам шкулта "Вулакан ҫемье" мероприяти ирттернӗХушăлкари вăтам шкулта "Вулакан ҫемье" мероприяти ирттернӗ
Хушăлкари вăтам шкулта "Вулакан ҫемье" мероприяти ирттернӗ

"Вулакан анне – вулакан ҫӗршыв" программа шайӗнче Хушăлкари вăтам шкул педагог-библиотекарĕ А.А. Ефимова тата директорӑн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителӗ И.Г. Степанова "Вулакан ҫемье" мероприяти ирттернӗ.
Залра ӑшӑ праҫник атмосфери пулнă. Амӑшӗсем ачисемпе пӗрле чун-чӗререн сӑвӑсем вуланă. "Поэзилле разминка" конкурсра амӑшӗсем тӗрлӗ авторсен сӑввисене ҫӑмӑллӑнах тавҫӑрса илнӗ, хӑйсен ачисене пулӑшса. "Ман ҫемьен Гербӗ" конкурсра кашни ҫемье хӑйӗн гербне кӑтартнӑ тата ҫемье хакӗсем ҫинчен каласа панӑ.
"Килти ĕç" пултарулӑх конкурсӗ никама та сӳрӗк хӑварман. Любовь Гордеева "Анне çинчен баллада" чуна пырса тивмелле вуласа панă. Злата Тимофеева баянпа икӗ произведени вылянă. Мария Александровна Ф. Тютчевăн ҫутҫанталӑк ҫинчен ҫырнӑ сӑввине вуланă. Новиковсен ҫемйи анне ҫинчен чӑвашла юрӑ юрласа панă.
Ҫемьесем "Кӗнеке ҫинчен калакан ваттисен сӑмахне пух" конкурса ҫӑмӑл иртрĕç, ваттисен сӑмахĕсене ача-пӑчасем те, амăшсем те пӗлни сисӗнет. "Сӑвӑ сăвăла" заданире амăшсем, ачасене пулӑшса, пуринчен те иртсе кайнă, чӑн-чӑн поэзи йӗркисем тунă.
Ҫемьесем пурте тивӗҫлĕ тухса кăтартнă, литература пӗлни туйăннă.
Сергеевсен ҫемйи "Чи вулакан ҫемье" номинацире, Тимофеевсен ҫемйи – "Чи пултаруллă ҫемье", Новиковсен ҫемйи – "Чи туслӑ ҫемье" номинацире ҫӗнтернӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

 

Хушăлкари вăтам шкулта "Вулакан ҫемье" мероприяти ирттернӗ
Хушăлкари вăтам шкулта "Вулакан ҫемье" мероприяти ирттернӗ
Хушăлкари вăтам шкулта "Вулакан ҫемье" мероприяти ирттернӗ
Хушăлкари вăтам шкулта "Вулакан ҫемье" мероприяти ирттернӗ
Хушăлкари вăтам шкулта "Вулакан ҫемье" мероприяти ирттернӗ
Хушăлкари вăтам шкулта "Вулакан ҫемье" мероприяти ирттернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас