0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пушкӑрт правительствинче çул хӗрринчи сервис аталанӑвне сӳтсе явнă. Премьер-министр Андрей Назаров республика ертӳҫисем умне автомобиль ҫулӗсемпе ҫӳрекенсемшӗн пуриншӗн те май килнӗ таран хӑтлӑ условисем йӗркелеме тӗллев лартнине палӑртнӑ.
— 9 уйӑх хушшинче эпир ҫул хӗрринчи 33 районта ҫӗнӗ 80 объекта хута ятӑмӑр, 41 районти 108 объекта ҫӗнетрӗмӗр. Тăваттăмĕш кварталта тата 54 объекта хута кӗртмелле тата 47 объекта ҫӗнетмелле, - тенӗ Андрей Назаров.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕсем: pravitelstvorb.ru