Кашни эрнере иртекен Пушкӑрт правительствин Республика управленийӗн центрӗнчи канашлӑвӗнче регион Пуҫлӑхӗ юр тасатасси ҫинчен хытӑ каланă. Радий Хабиров ку ыйтупа ӑҫта та пулин чарусем пулсан, хӑй сӳтсе явап тенĕ.
- Муниципалитет пуҫлӑхӗсем, ку сирӗн тӗллев-территорие пуҫтарасси. Нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук - хӗл ҫитрӗ. Ӑҫта та пулин йĕркесĕрлĕхсем пулса иртеҫҫӗ пулсан, эпӗ ку ыйтусене хамах тишкерсе тухатӑп. Эпӗ ӗҫленӗ ҫулсенче яланах техника туянатпăр. Эсир ыйтатӑр - эпир илетпĕр. Паллах, Уфа ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхмалла. Уфа ҫак процеса сисĕмлĕ. Ку пысӑк хула, мегаполис. Картишсенче тасатмалла, - пӗтӗмлетнӗ регион ертӳҫи.
"МГ" информацийĕпе.