Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
2 Декабрӗн 2022, 05:55

Пушкӑрт хӗрарӑмӗсем хӑйсен пуҫарӑвӗпе мобилизациленисем валли термобелье ҫӗлеҫҫӗ

Ҫӗлеҫҫӗ вӗсем килте, ӗҫ хыҫҫӑн.

Пушкӑрт хӗрарӑмӗсем хӑйсен пуҫарӑвӗпе мобилизациленисем валли термобелье ҫӗлеҫҫӗПушкӑрт хӗрарӑмӗсем хӑйсен пуҫарӑвӗпе мобилизациленисем валли термобелье ҫӗлеҫҫӗ
Пушкӑрт хӗрарӑмӗсем хӑйсен пуҫарӑвӗпе мобилизациленисем валли термобелье ҫӗлеҫҫӗ

Белорецкри виҫӗ хӗрарӑм иккӗмӗш уйӑх Белорецк районӗнчи мобилизациленӗ ачасем валли термобелье çĕлеҫҫӗ. Кун ҫинчен район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Иванюта соцсетьре каласа панӑ.
Евгениян мӑшӑрӗ Чечняра ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ, аслашшӗ - Отечественнӑй вӑрҫӑ ветеранӗ. Хӗрарӑм лайӑх ҫӗлет, мобилизациленисене пулӑшма хӑйӗн тӳпине хывма шутлать. Хӑйӗн соцсетьри страницинче вӑл пост пичетлесе кӑларнӑ, унта шухăша пурнăçлама пулӑшма тата унпа пӗрлешме кӑмӑллакан ҫынсене хурав пама ыйтнӑ.
Ҫӗвӗҫ-волонтерсен командине Ларисӑпа Ольга хутшăннă. Белорецкран, Мускавран тата Челябинскран пурлăх пулӑшăвĕ панӑ май хӗрарӑмсем флис материал туяннă. Ҫӗлеҫҫӗ вӗсем килте, ӗҫ хыҫҫӑн. Военторга 10 снуд, 4 балаклава, аялтан тӑхӑнмалли икĕ япаларан тăракан 21 ӑшӑ комплекта арҫынсем валли 46-мӗшӗнчен пуҫласа 62-мӗш размер ҫитиччен янӑ.
Хӗрарӑмсем мобилизациленисене кирлӗ япаласем ҫӗлеме планлаҫҫӗ.
"Эпир - тыл, пирӗнсӗр ниепле те ҫук, - тет Евгения. – Эпир ҫӗнтерӳ пуласса кӗтетпӗр, пурте чӗрĕ те сывă таврӑнччӑр".
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑрт хӗрарӑмӗсем хӑйсен пуҫарӑвӗпе мобилизациленисем валли термобелье ҫӗлеҫҫӗ
Пушкӑрт хӗрарӑмӗсем хӑйсен пуҫарӑвӗпе мобилизациленисем валли термобелье ҫӗлеҫҫӗ
Пушкӑрт хӗрарӑмӗсем хӑйсен пуҫарӑвӗпе мобилизациленисем валли термобелье ҫӗлеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас