Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
5 Декабрӗн 2022, 18:29

Пӗтӗм тӗнчери инвалидсен кунне халалласа спорт фестивалĕ иртнĕ

Уяв вӗҫĕнче унта хутшӑнакансем пурте "Мир вкуса" тата "Теремок" кафесенчен - ырӑ кӑмӑл тӑвакансенчен парнесемпе дипломсем илнӗ.

Пӗтӗм тӗнчери инвалидсен кунне халалласа спорт фестивалĕ иртнĕ
Пӗтӗм тӗнчери инвалидсен кунне халалласа спорт фестивалĕ иртнĕ

Пишпÿлекри "Парус" спорт шкулĕнче уйрӑм ачасем валли Пӗтӗм тӗнчери инвалидсен кунне халалланӑ районти мероприятисен шайӗнче фестиваль иртнӗ. Ачасене уяв атмосферине путарса, фестивалӗн театрализациленӗ пайӗ ҫап-ҫутӑ та кал-кал иртнӗ. Юмахри персонажсемпе аниматорсем ачасене интереслӗ вӑйӑсене явӑҫтарса, ачасем хаваслӑ кулса савăннă. Ачасем уявӑн тӗп геройӗ - юмахри Василиса заданийӗсене хавасланса та ҫӑмӑллӑн пурнӑҫланӑ.
Ҫак кун Пишпÿлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе кадрсем енӗпе ӗҫлекен заместителӗ Алексей Данилов тата культура, ҫамрӑксен политикин, спорт тата администрацин обществӑлла пӗрлешӗвӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлекен пайӗн начальникӗ Елена Арефьева уйрӑм ачасем патне хӑнана пынă. Салам сăмахĕсем хыҫҫӑн хӑнасем республикӑри "Петĕрĕн мухтавлӑ ӗҫӗсен тапхӑрӗ" пултарулӑх конкурсне хутшӑнакан ачасене конкурс лауреачӗсен Дипломӗсене тата ятарласа панӑ сертификатсене панă.
Праҫник спорт ӑмӑртӑвӗсемпе малалла пынă, унта ачасем дартс выляма, баскетбол мечӗкне карҫинккана тĕл ывăтса кĕртме, импровизациленӗ хоккейла выляма, хӑйсен вырӑнӗнчен сике-сике пӑхма тата модуль конструкторĕсене пухма пултарнă.
Уяв вӗҫĕнче унта хутшӑнакансем пурте "Мир вкуса" тата "Теремок" кафесенчен - ырӑ кӑмӑл тӑвакансенчен парнесемпе дипломсем илнӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

Пӗтӗм тӗнчери инвалидсен кунне халалласа спорт фестивалĕ иртнĕ
Пӗтӗм тӗнчери инвалидсен кунне халалласа спорт фестивалĕ иртнĕ
Пӗтӗм тӗнчери инвалидсен кунне халалласа спорт фестивалĕ иртнĕ
Пӗтӗм тӗнчери инвалидсен кунне халалласа спорт фестивалĕ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: