Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
6 Декабрӗн 2022, 12:34

Радий Хабиров мобилизациленисене тата вĕсен ҫемйисене пулӑшмалли ҫӗнӗ майсене алă пуснă

Тӳлеве ҫемьесене май килнӗ таран ансатлатнӑ йӗркепе параҫҫӗ: вӗсене социаллӑ хӳтлӗх органӗсем е МФЦ, е республикӑри патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗ урлӑ заявлени ҫеҫ памалла.

Радий Хабиров мобилизациленисене тата вĕсен ҫемйисене пулӑшмалли ҫӗнӗ майсене алă пуснă
Радий Хабиров мобилизациленисене тата вĕсен ҫемйисене пулӑшмалли ҫӗнӗ майсене алă пуснă

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ мобилизациленисене, вӗсен арӑмӗсене, ҫул ҫитмен ачисене, ҫавӑн пекех 23 ҫула ҫитнӗ ачисене, колледжсемпе аслӑ шкулсенче куҫӑн вӗренекен ачасене пӗр хутчен 20 пин тенкӗ тӳлемелли ҫинчен указа алӑ пуснӑ. Кун ҫинчен Радий Хабиров кашни эрнерех иртекен ЦУРти оперативлӑ канашлура пӗлтернӗ.
"Пирӗн мобилизациленӗ ачасем темиҫе уйӑх ӗнтӗ хӑйсен килӗнчен аякра. Ҫӗнӗ ҫул уявӗсене вӗсен хӑйсен ҫемйисенчен аякра паллӑ тумалла пулать. Ӑна валли бюджетра укҫа хывнă. Ку шӑпах Ҫӗнӗ ҫул тӗлне. Пирӗн парне пире хӳтӗлекенсене пулӑшасса тата вӗсен ҫемйисене савӑнтарасса шанатӑп. Укҫа декабрӗн 26-мӗшĕччен ҫитмелле, ҫынсене справкӑсем йӑттарса ан асаплантарӑр", - палӑртнă Радий Хабиров.
Мобилизациленисене пӗр вӑхӑтлӑх тӳлевӗ укҫа-тенкӗ довольствине илме уҫнӑ банкри счетсене кӗрет. Тӳлеве ҫемьесене май килнӗ таран ансатлатнӑ йӗркепе параҫҫӗ: вӗсене социаллӑ хӳтлӗх органӗсем е МФЦ, е республикӑри патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗ урлӑ заявлени ҫеҫ памалла.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

 

Радий Хабиров мобилизациленисене тата вĕсен ҫемйисене пулӑшмалли ҫӗнӗ майсене алă пуснă
Радий Хабиров мобилизациленисене тата вĕсен ҫемйисене пулӑшмалли ҫӗнӗ майсене алă пуснă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: