

Пушкӑртстанри Белорецк районӗнчи Уткалево ялĕнче паян ҫӗрле 39 градус таран сывлӑш температури анса ларнă. Термометр кӑтартӑвӗсене вырӑнти ҫын Ришат Хайбуллин фотоаппаратпа ӳкерсе соцсетье ҫине кӑларса хунӑ.
Вырӑнти ҫынсем кун пек температурӑна хӑнӑхнӑ. Ҫулла та ку тăрăхра минуслă температурине палăртаççĕ. Хӗлле вара кунта температура минимумӗ 43 градус таран ҫитет. Шăпах ҫавӑнпа СМИ представителӗсем Пушкӑрт ялӗсем хушшинче чи сивӗ ял тесе ят панӑ.
Белорецк районӗнчи Сосновка ялӗнче те паян ир рекордлӑ сивӗ пулнă. Термометр юписем унта 41 градус таран анса ларнă.
Башгидромет пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак эрнере Пушкӑрт территорийӗнче арктикӑри сывлӑш массинче вӑтам талӑкри сывлӑш температуриллӗ сивӗ ҫанталӑк сӑнама пулать. Прогнозсем тӑрӑх, республикӑра ҫакӑн пек сивӗ ҫанталӑк канмалли кунсемччен тытӑнса тӑрать.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: соцсетьсем.