Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
9 Декабрӗн 2022, 20:43

Пушкӑртстанра мобилизациленисене пулӑшӑвӑн пӗрлехи логистика центрӗ ӗҫлет

Тĕплĕнрех - сайтра.

Пушкӑртстанра мобилизациленисене пулӑшӑвӑн пӗрлехи логистика центрӗ ӗҫлет
Пушкӑртстанра мобилизациленисене пулӑшӑвӑн пӗрлехи логистика центрӗ ӗҫлет

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хушнипе республикӑра ятарлă ҫар операцине хутшӑнакан граждансене мобилизациленисене пулӑшу парас енӗпе пӗрлехи логистика центрне йӗркеленӗ. Унӑн ӗҫне ПР правительствин премьер-министрӗ Андрей Назаров тĕрĕсленĕ.
Премьер посылкӑсене йышӑнмалли тата шута илмелли пункта, складсене пӑхса тухнӑ тата вӗсен ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстермелли ӗҫсем панӑ: посылкӑсене валеҫмелли схемӑна ӗҫе кӗртмелле, таварсене пахалӑхлӑ упрамаллине тивӗҫтермелле, ҫар чаҫӗнчи кирлӗ япаласене тата поставкӑсене тупса палӑртассине координацилемелле, пулӑшу паракан организацисемпе уйрӑм ҫынсене тав ҫырӑвӗсене парассине тивӗҫтермелле.
Мобилизациленисене пулӑшу пухас енӗпе хушма информацие сайтра е пӗр нумай каналлă номер тӑрӑх илме пулать: +7 (347) 280-89-92.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.
Сăнӳкерчӗкĕ: Андрей Назаров соцсечӗ.

Пушкӑртстанра мобилизациленисене пулӑшӑвӑн пӗрлехи логистика центрӗ ӗҫлет
Пушкӑртстанра мобилизациленисене пулӑшӑвӑн пӗрлехи логистика центрӗ ӗҫлет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: