Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
13 Декабрӗн 2022, 20:55

Пушкӑрт ЦУРĕ 2021 ҫултан пуҫласа 2022 ҫулччен ҫур миллион ытла ыйту йышӑннӑ

Аса илтеретпӗр, регионсен управленийӗн центрӗсене Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе ҫӗршыври пур субъектра та йӗркеленӗ.

Пушкӑрт ЦУРĕ 2021 ҫултан пуҫласа 2022 ҫулччен ҫур миллион ытла ыйту йышӑннӑ
Пушкӑрт ЦУРĕ 2021 ҫултан пуҫласа 2022 ҫулччен ҫур миллион ытла ыйту йышӑннӑ

2021 ҫултан пуҫласа 2022 ҫулччен Пушкӑртстанри "Инцидент–менеджмент" информаци тытӑмӗсем тата Каялла ҫыхӑну платформи "Госуслуги. Решаем вместе" 514 549 ыйтăва ҫырса хатӗрленĕ.
Пушкӑртстан ЦУРĕнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак тапхӑрта район администрацийӗсен, министерствӑсемпе ведомствӑсен ӗҫтешӗсемпе пӗрле 506 050 пулӑшу ӗҫне татса пама май килнӗ.
Уйрӑм мобилизаци, ҫулсем, хӑтлӑх-илем кӗртесси, сывлӑх сыхлавӗпе медицина, общество транспорчӗ, ЖКХ, ҫӳп-ҫап турттарасси, вӗренӳ регион ҫыннисемшӗн чи ҫивӗч ыйтусем пулса тӑнӑ.
2021 ҫултан пуҫласа 2022 ҫулччен Пушкӑртстанри ЦУР актуаллӑ темӑсемпе 39 брифинг пуҫарнӑ, БСТ телеканалӗнчи "Салям" программӑна 343 тӳрӗ кĕресси ирттернĕ, 21 тӳрӗ эфира муниципалитетсен, министерствӑсен тата ведомствӑсен пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ.
Аса илтеретпӗр, регионсен управленийӗн центрӗсене Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе ҫӗршыври пур субъектра та йӗркеленӗ.
"МГ" информацийĕпе.

 

Пушкӑрт ЦУРĕ 2021 ҫултан пуҫласа 2022 ҫулччен ҫур миллион ытла ыйту йышӑннӑ
Пушкӑрт ЦУРĕ 2021 ҫултан пуҫласа 2022 ҫулччен ҫур миллион ытла ыйту йышӑннӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: