Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
13 Декабрӗн 2022, 21:32

Раççей ҫыннисем пурте тӗп саккуна пӑхӑнаҫҫӗ — Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине

Раҫҫейре 200 яхӑн тӗрлӗ халӑх представителӗсем пурӑнаҫҫӗ.

Раççей ҫыннисем пурте тӗп саккуна пӑхӑнаҫҫӗ — Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине
Раççей ҫыннисем пурте тӗп саккуна пӑхӑнаҫҫӗ — Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине

2022 ҫулхи декабрӗн 12-мӗшӗ Хушăлкари вăтам шкулта ирпе Раҫҫей Федерацийӗн гимнĕ янăранипе тата ялавне ҫӗкленипе пуҫланнӑ. 1-мӗш класран пуҫласа 11-мӗш классем таран "Кирлӗ ĕҫ çинчен калаҫни" калаҫусем иртнĕ. Ачасем ҫӗршывӑн тӗп саккунӗ ҫинчен, унти граждансен прависемпе тивӗҫӗсем ҫинчен пӗлнĕ. Урокра ачасем видеоролик пăхнă, ӑна пула вӗсем пирӗн ҫӗршывӑн пысӑкӑшӗ ҫинчен ытларах пӗлнĕ: чи хӑвӑрт вӗҫекен самолетпа хӗвеланӑҫӗнчен хӗвелтухӑҫнелле вӗҫес пулсан, ҫулҫӳрев вунă сехет пулать. Раҫҫейре 200 яхӑн тӗрлӗ халӑх представителӗсем пурӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен кашниннех - хӑйӗн культури, йӑли-йӗрки. Ҫав хушӑрах Раççей ҫыннисем пурте Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗн тӗп саккунне пӑхӑнаҫҫӗ.
#навигаторыдетства #Росдетцентр #РДШ #РДДМ #конституциярф #будущеевнашихруках #навигаторыРоссии #НавигаторыДетстваРБ
Сăнÿкерчĕкĕсем: Хушăлкари вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

 

Раççей ҫыннисем пурте тӗп саккуна пӑхӑнаҫҫӗ — Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине
Раççей ҫыннисем пурте тӗп саккуна пӑхӑнаҫҫӗ — Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине
Раççей ҫыннисем пурте тӗп саккуна пӑхӑнаҫҫӗ — Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине
Раççей ҫыннисем пурте тӗп саккуна пӑхӑнаҫҫӗ — Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине
Раççей ҫыннисем пурте тӗп саккуна пӑхӑнаҫҫӗ — Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине
Раççей ҫыннисем пурте тӗп саккуна пӑхӑнаҫҫӗ — Раҫҫей Федерацийӗн Конституцине
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: