

Уфа тӑрӑх ГИБДД "Ҫуран ҫӳресси" профилактика мероприятийӗ пуҫланнӑ. Ведомствӑн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи 11 уйӑхра кӑна тӗп хулара 503 ҫуран ҫын шар курнӑ, 22 ҫын вилнӗ. Ҫул ҫинчи авари вилĕмпе вӗҫленнӗ ҫынсен шучӗ 29,4% ӳснӗ.
Ҫакна палӑртмалла: 119 ДТП ҫуран ҫынсем хӑйсен айӑпĕпе пулса иртнӗ, вӗсем иртен-ҫӳрен пай урлӑ пӗр-пӗр вырӑнта е светофор чаракан сигналпа каҫнӑ. Вӗсенчен нумайӑшӗ ҫакна васкав пулнине тата ҫуран ҫул урлӑ каҫма инҫе каймаллине ӑнлантарса панă. Водительсен те ПДДна пӑсмала марри ҫинчен манмалла мар. Таптаса кайнин пӗтӗмӗшле шучӗ 70 процентран ытла вӗсен айӑпӗпе пулса иртнӗ, 170-шĕ "зебрӑна" иртсе кайнӑ, ҫуран ҫӳрекене ирттерсе ямасăр", — пĕлтернĕ Уфа УГИБДД.
Ҫавна май хулари патшалӑх инспекцийӗ "Ҫуран иртмелли çул" профилактика мероприятийӗ пуҫлать, ун шайӗнче ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн сферинче ҫитӗннисемпе ачасем хушшинче право итлес ӗҫе йӗркелеме янӑ ҫул ҫинчи полицейскисемпе тӗл пулусем иртӗҫ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина.