Паян Уфара Пӗтӗм тӗнче бизнес эрни ӗҫлеме пуҫланă. Унӑн уйӗсенче хими промышленноҫне аталантарассине сӳтсе явнă.
Пушкӑртстанра çак ҫул-йӗр флагманӗ Пушкӑрт сода компанийӗ пулса тӑрать. Паян вӗсем стратегилле чылай ҫул-йӗр пурнӑҫлаҫҫӗ:
1. Экологи ыйтӑвӗсем. 2031 ҫулччен аталану программине ҫирӗплетнӗ. Ҫитес ҫулсенче 66 миллиард ытла тенкӗ яма палӑртнӑ. Компанишӗн те, республикӑшӑн та пӗлтерӗшлӗ, ҫавна пула вӗсен энерги тухӑҫлӑхне тата экологи производствин тухӑҫлӑхне ӳстерессине тивӗҫтерӗҫ.
2. "Шурӑ тинӗссен" рекультивацийӗ. Ку вӑл 2032 ҫул тӗлне вӗҫленекен пысӑк проект. Юлашки виçĕ ҫул хушшинче БСК экологи мероприятийӗсене 4,5 миллиард ытла тенкӗ янӑ.
3. Импорта улӑштарни. 16 миллиард тенкӗ эмульсиллӗ поливинилхлорид производствине кӗртме палӑртнӑ, ун никӗсӗ ҫинче линолеум, шпалер, пленкӑсем тӑваҫҫӗ.
Паян Пушкӑртстан Правительствипе БСК хушшинче конструктивлӑ ҫыхӑну йӗркеленнӗ. Предприятие малалла та пулӑшӑпӑр.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Андрей Назаровӑн соцсечӗсем.