Декабрӗн 13-мӗшӗ тӗлне Пушкӑрт хулисемпе районӗсен тӗп площадкисенче 942 ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшӗсене капӑрлатнӑ. Асамлӑхпа уяв кӑмӑл-туйӑмӗ вара 174 ҫухрӑма яхӑн илемлӗ иллюминаци парать.
ЖКХ министерствин информацийӗ тӑрӑх, декабрӗн 20-мӗшӗ тӗлне республикӑра 509 пӑрлӑ хула пулӗ.
Пӑрлӑ сӑртсем ҫинчен ярӑнмасӑр мӗнле Ҫӗнӗ ҫул пултӑр-ха?! Кӑҫал Пушкӑртра ача-пӑчана савӑнма 187 хӗллехи тăвайкки туса лартнӑ. Вӗсене пурне те тӗрӗсленӗ, хӑрушсӑрлӑх требованисене тивĕçтернĕ.
Республикӑри театрпа концерт учрежденийӗсенче 450 ытла Çӗнӗ ҫул программипе представленисем ирттерме палӑртнӑ, вӗсене 150 пин ытла çын курма пултарӗ.
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗн Çӗнӗ ҫул елки декабрӗн 22-мӗшӗнче Уфара "Башкортостан" ГКЗра иртӗ. Хуласемпе районсенче ҫӗнӗ ҫул утренникĕсене декабрӗн 27-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ.
Кӑҫалхи ҫул тÿлевсĕр парнесем 18 ҫул тултарман пилӗк тата ытла ачаллӑ ҫемьесенчен 17 403 ача, ҫавӑн пекех ача-пӑча социаллӑ учрежденисенче вӗренекен 700 ытла ача илӗ.
Уяв тата уяв умӗнхи кунсенче республикӑра 550 ытла хоккей коробки, 400 уҫӑ каток, 17 пӑр арени, 14 ту йĕлтĕр комплексӗ ӗҫлӗ.
2023 ҫулхи Çӗнӗ ҫул каҫӗнче полицире ӗҫлекен 2,5 пин яхӑн ҫын обществӑлла йӗркене сыхлӗ.
"Бавшинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.