Паян, декабрӗн 14-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери бизнес эрни шайӗнче, Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров "Пушкӑрт сода компанийӗн" директорӗсен Совечӗн председателӗпе Андрей Пилипенкопа тӗл пулнӑ.
Регион Пуҫлӑхӗ "БСК" республикӑри чи пӗлтерӗшлӗ те шанчӑклӑ ӗҫтешсенчен пӗри пулнине палӑртнӑ, Донбасри регионсене тата ҫар служащийӗсене пулӑшу пама гуманитари конвойӗсене йӗркелеме хутшӑннӑшӑн компание тав тунӑ.
– Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин лартнӑ тӗллевсене – предприятисене модернизацилесси, экологи сиенне пӗтересси тата, паллах, ҫӗнӗ чӗртавар ҫӑлкуҫӗсене шырасси – пурнӑҫланасса шанатпӑр эпир. Паллах, тулашри политика конъюнктури улшӑнать, анчах эпир пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлени чарӑнса тӑма кирлӗ мар, – палӑртнă Радий Хабиров.
Андрей Пилипенко республикӑна нумай ҫул пӗрле ӗҫленӗшӗн тав тунӑ. Вӑл "БСК" яланах социаллӑ тӗллевлӗ компани пулнине, республикӑна пулӑшу парасси – тӗп тӗллевсенчен пӗри пулнине палӑртнă. Ҫавӑн пекех ӗҫ коллективӗ производство хӑвачӗсене модернизацилес тата тавралӑх хутлӑхне япӑх витӗм кӳрес енӗпе мӑнаҫлӑн ӗҫлет. Сӑмахран, сӑмах шламонакопительсене рекультивизацилесси ҫинчен пырать. Ҫакӑн валли компани Росприроднадзорпа пӗрле экологи мероприятийӗсен ҫул карттине, ҫав шутра Стерлитамакри площадкӑсенче те туса хатӗрленӗ.
Тӗлпулу вӗҫленнӗ май Радий Хабиров регионти хими промышленноҫне аталантарас енӗпе компани пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртнă, Андрей Пилипенкона Салават Юлаев орденӗпе наградӑланă.
"МГ" информацийĕпе.