Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
14 Декабрӗн 2022, 20:56

Уфари Пӗтӗм тӗнче бизнес эрнин уй-хирӗсенче "Сӑмах. Ӗҫ. Чыс" меценатсене чысламалли церемони иртнӗ

Паян ҫынсем хӑйсем волонтер бригадисене пӗрлешеҫҫӗ.

Уфари Пӗтӗм тӗнче бизнес эрнин уй-хирӗсенче "Сӑмах. Ӗҫ. Чыс" меценатсене чысламалли церемони иртнӗ
Уфари Пӗтӗм тӗнче бизнес эрнин уй-хирӗсенче "Сӑмах. Ӗҫ. Чыс" меценатсене чысламалли церемони иртнӗ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров ятĕнчен предприятисен коллективӗсене тата республикӑра пурӑнакансене республика Правительствин Премьер-министрӗ Андрей Назаров тав тунă.
– Гражданла пӗрлӗхпе пысӑк хисеплӗхе кӑтартса, эсир хастарлӑн сас патӑр та пирӗн доброволецсемпе мобилизациленӗ ҫынсене активлӑн пулӑшма пуҫларӑр. Вӗсем пирӗн аттесем, пиччесем, упӑшкасем, ывӑлсем, кӳршӗсем, ял ҫыннисем. Вӑрҫӑри йывӑр ӗҫ сирӗн пулӑшусӑр, тимлӗхсӗр юлмарĕ, - тенӗ Андрей Назаров.
– Паян ҫынсем хӑйсем волонтер бригадисене пӗрлешеҫҫӗ. Кам мӗн тума пултарать, ҫавăнпа пулӑшаҫҫӗ, мӗншӗн тесен халӗ Тӑван çӗршыва пулӑшу кирлӗ, ҫавӑнпа та, чӗре чӗннипе, айккинче юлма юрамасть. Пӗр енчен - гражданла ҫитӗнӳ туни. Тепӗр енчен - пӗр-пӗрне пулӑшас тата ырӑлӑх тӑвас йӑла ҫирӗп те тĕреклĕ пулнине ҫирӗплетесси. Урӑхла каласан, ку пирӗн юнра, - тенӗ премьер-министр.
Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗн указӗпе ПР Пуҫлӑхӗн экономикӑна аталантарас тата социаллӑ сферӑна пысӑк тӳпе хывнӑшӑн ПР Пуҫлӑхӗ тав туса "Пушкӑрт сода компанийӗн" Акционерсен обществин генеральнӑй директорне Эдуард Маликович Давыдова тата директорсен совечӗн председательне Андрей Владимирович Пилипенкона палӑртнӑ.
"МГ" информацийĕпе.

 

Уфари Пӗтӗм тӗнче бизнес эрнин уй-хирӗсенче "Сӑмах. Ӗҫ. Чыс" меценатсене чысламалли церемони иртнӗ
Уфари Пӗтӗм тӗнче бизнес эрнин уй-хирӗсенче "Сӑмах. Ӗҫ. Чыс" меценатсене чысламалли церемони иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: