Кун пирки Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радиий Хабиров республикӑри Патшалӑх Пухӑвне янă хӑйӗн çырӑвӗнче пӗлтернӗ.
- Эпир туристсене туртмалли ҫӗнӗ вырăнсем йĕркелессипе ӗҫлетпӗр. Кӑҫал ҫулла "Шульган-таш" уйрӑм музей комплексне уҫрăмăр. Чишма районӗнче Куҫса ҫӳрекен цивилизацисен центрне тума пуҫлатпӑр. Пирӗн "Янган-Тау" тата "Торатау" геопарксен инфратытӑмне малалла та лайӑхлататпӑр, - палӑртнă Радий Хабиров.
Аса илтеретпӗр, икӗ ҫул каялла Пушкӑрт республикинче "Янган-Тау" геопарка Раҫҫейре чи малтан ЮНЕСКО списокне кӗртнӗ.
Пушкӑрт Республикин ЮНЕСКО ӗҫӗсемпе çыхӑннӑ комитечӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Элина Гатауллина республика Пуҫлӑхӗн тухса каланине комментари панă.
Элина Гатауллина Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пулӑшнипе Торатау геопарк территоринче аталану инфратытӑмӗ йӗркеленнине палӑртнӑ, ӑна февраль уйӑхӗнче республикӑна килнӗ экспертсем пысӑк хак панӑ.
"МГ" информацийĕпе.